Поздравление Главы Чувашии Олега Николаева с Днем народного единства
Паян пирĕн ҫĕршывăмăр авалхи пысăк пĕлтерĕшлĕ уява – Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тăвать. Ҫак кунсенче 412 ҫул каялла халăх ополченийĕ Мускава поляк интервенчĕсенчен ирĕке кăларнă. Халăхăн хăватлă вăйĕ Раҫҫей пĕрлĕхне тавăрнă тата унăн никама пăхăнманлăхне упраса хăварнă.
Эпир хамăрăн йăла-йĕркене ҫирĕп тытса пыратпăр, паян та пирĕн ентешсем алла хĕҫ-пăшал тытса Тăван ҫĕршыв чиккисене паттăррăн хÿтĕлеҫҫĕ.
«Пурте пĕр ҫын пек – пурте пĕр шухăшлă» – ҫакăн пек пулнă 400 ҫул каярахри халăх ополченийĕн йыхравĕ. «Эпир пĕрле», «Пĕрле» – тетпĕр эпир паян.
Хаклă ентешĕмĕрсем, сире пурнăҫри хастарлăхăршăн, яваплăхăршăн тата Тăван ҫĕршыва чунтан юратнăшăн тав тăватăп.
Хаклă ентешсем, сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе саламлатăп! Сывлăх, пур тĕрлĕ ырлăх, килĕшÿ тата Тăван ҫĕршывăмăр – аслă Раҫҫейĕмĕр ырлăхĕшĕн ҫитĕнÿсем тума сунатăп!
Дорогие земляки, поздравляю вас с Днем народного единства!
В единстве народов – наша сила, в нем наше светлое будущее!
Желаю здоровья, благополучия, согласия и успехов на благо нашей Родины – великой России!